Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ютри кӗтес — амаҫури (Туймӑрса)

Ӑшӑ вырӑн шыраса, ҫӗтӗлтертӗм кӗрӗке,
Ырӑ пурнӑҫ шыраса, килсе лекрӗм Тӗрӗке.
Эх, юлташӑм, юлташӑм, атя кунтан тарар,
Тӑванах та ҫӗршыва, атя-ха таврӑнар.
Эпир каяс ҫул ҫинче чӗрӗ тамӑк пур,
Чӗрӗ тамӑк леш енче Хура тинӗс пур
Хура тинӗс леш енче — ешӗл ҫеҫенхирсем,
Ҫеҫенхирсем варринче тӑван ялӑм пур,
Тӑван ялӑм варринче — тӑван килем пур,
Тӑван килте савнӑ аннем пурӑнать,
Хӑй ачине тӑван киле йыхӑрать.
Чӗкеҫ кайӑк пулса унта вӗҫӗттӗм,
Тӑван анне патне часрах ҫитӗттӗм.
Ах, аннеҫӗм, анне, тертӗм ытла пысӑк,
Ютри кӗтес — амаҫури, тӗнче ытла пӑсӑк...

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-15 15:20:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2896 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем